Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Кузьмина Вера Кузьминична

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Кузьмина Вера КузьминичнаЧӑваш академи драма театрӗн актриси. 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16 Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1947 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ. М.М. шкулӗ Вара Кузьминаран тӗрлӗ енлӗ акрисӑна хатӗрленӗ.

1958 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артистки, 1967 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси, 1975 ҫулта РСФСРӑн халӑх артистки, 1980 ҫулта СССР халӑх артистки ячӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ. 1973 ҫулта унӑн ятне Чӑваш АССРӑн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ. Халӑх туслӑхӗн орденне, 4 степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ. 1991 ҫулта К. В. Иванов ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш Енӗн патшалӑх премиӗн лайриачӗ пулнӑ.

1999 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Указӗпе Тӑван ҫӗршывӑн театр искусствине аталантарас енӗпе пысӑк вӑй хунӑшӑн IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Маларах В.К.Кузьмина «Халӑхсен туслӑхӗ» ордена тивӗҫнӗ.

Ролӗсем

Чи паллӑ рольсем ҫинчен калас пулсан ҫаксене асӑнмалла:

Ҫавӑн пекех Н. Терентьев ҫырнӑ пьесисенче вылянӑ рольсем:



 
Категорисем: Чӑваш актёрӗсем

Тулли верси :: Статья каҫми